Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă поэзи каçĕ
И. Я. Яковлев
ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечĕнче чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул
çитнине халалласа «Чунăмçăм, çунатăмçăм – таса юрату поэзийĕ. (Дорогая моя,
лучезарная – поэзия чистой любви)» поэзи каçĕ иртрĕ. Чăваш наци конгресĕ ирттернĕ
мероприятие пирĕн шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç. Илемлĕ
юрăсем, Çеçпĕлĕн тарăн шухăшлă сăввисем янăрарĕç залра. Чăваш халăх поэчĕ Юрий
Сементер паллă поэтăмăрăн Анастасия Червякова патне çырнă çырăвĕсем çинче
уйрăмах чарăнса тăчĕ, вĕсенче чăваш каччин таса чунĕ курăннине палăртрĕ. Сăвăç кун-çулĕнчи
тĕлĕнмелле самантсем те кăсăклантарчĕç итлесе ларакансене.
Вĕренекенсемшĕн Чӑваш патшалӑх педагогика университечĕпе паллашма тÿр килни те усăллă пулчĕ. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухрĕç унтан вĕсем. Тен, хăшĕ те пулин хăйсен пурнăçне малашне вĕрентекен ĕçĕпе çыхăнтарма та шутлĕç.
Ильина С. М.