Хаваспах хутшӑнчĕç

Хаваспах хутшӑнчĕç

Ака уйӑхĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм чӑваш диктанчĕ акци иртрĕ. Ку ĕçе Аçӑмçырмари вӑтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те питĕ активлӑ хутшӑнчĕç. Текст чӑваш вӑрманĕ çинчен пулчĕ.  Çырнӑ май вӑрман сӑнарĕ куç умне тухса тӑчĕ. Унта тĕрлĕ йывӑç ӳсни, халӑха вӑрман  темĕн чухлĕ усӑ кӳни çинчен çырнӑ май çут çанталӑка упрамаллине, йывӑç-курӑкпа тирпейлĕ усӑ курмаллине тепĕр хут çирĕплетсе хӑвартӑмӑр.  Ачасене диктант тексчĕ питĕ килĕшрĕ.

       Вӑрман вӑл – çĕр-шыв илемĕ.  Çамрӑк йывӑçсене касса пӑрахма е амантма юрамасть, мĕншĕн тесен пысӑк йывӑç пĕчĕккинчен çитĕнет.

                Чӑваш чĕлхипе литература учителĕ – Флегентова В.Н.