Ĕмĕр-ĕмĕр хăватлăн, мăнаçлăн янăрĕ тăван чĕлхемĕр

Ĕмĕр-ĕмĕр хăватлăн, мăнаçлăн янăрĕ тăван чĕлхемĕр

                                                                            Ĕмĕр-ĕмĕр хăватлăн, мăнаçлăн янăрĕ тăван чĕлхемĕр

 

Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Вăл – чăвашсемшĕн пысăк уяв. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма йышăннă,

Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă пулнине чăваш чĕлхипе литература эрнинче тата та ытларах туятăн пек. Илемлĕ чăваш тумне тăхăннă шкул ачисем янăравлă сăвăпа, шăнкăр-шăнкăр юрăпа, тăпăр-тăпăр ташăпа савăнтараççĕ çак кунсенче. Кулăшла сценка, ача-пăча вăййи те нумайлăха асра юлать. Паянхи хаваслă уявра та вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартса пачĕç. Вĕсен сăн-питĕнчи йăл кулă, уява тăрăшса хатĕрленни – ачасем тăван чĕлхене юратнине, унпа мухтаннине кăтартса парать. Вĕрентекенсене те çитĕнекен ăрăва хамăрăн чĕлхемĕре хисеплеме хăнăхтарнăшăн тав сăмахĕ калас килет. Пурте пĕрле тăрăшсан пирĕн чĕлхемĕр те ытти чĕлхесем пекех ĕмĕр-ĕмĕр хăватлăн, мăнаçлăн янăрĕ.

Чăваш чĕлхипе литература эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншĕн те усăллă, тухăçлă иртессе шанатпăр.     

 

                                                                                                                                                          Ильина С. М.