«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивале хутшӑнчӗҫ
Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Вăрнар муниципалитет округӗн хушма пěлÿ паракан "Ача-пăча пултарулăх çурчӗ" бюджет учрежденийӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн муниципалитет тапхăрĕ иртрĕ. Фестиваль тĕллевĕ - тăван чĕлхепе культурăна малалла аталантарасси.
Пирĕн шкулăн 1-мĕш – 4-мĕш класĕсенче вĕренекенсем те аякра
тăмарĕç. Ачасем «Чӑваш вӑййи» (ертӳçисем
В.В. Андреевăпа А.В. Романова), «Янра, чӑваш юрри» (ертӳçи А.В. Яковлева), «Сӑмах илемӗ» (ертӳçи В.В. Андреева) номинацисенче
хастарлăх кăтартрĕç. Кашни пĕчĕк артист
хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Кĕçĕн класс ачисем çĕннине пĕлес, хăйсен
пултарулăхне кăтартас тесе нумай тăрăшни, педагогсем ачасене май пур таран
пулăшни курăнчĕ.
Фестивале хутшăннă вĕренекенсене, вĕсен вĕрентекенĕсене чĕререн тав тăватпăр, çитĕнӳсем тума çирĕп сывлăх, çĕнĕ хавхалану сунатпăр.
Яковлева А.В.