Республика шайӗче иртнӗ фестивальтен -- çӗнтерÿпе.
Нарӑсӑн
17-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗнче «Аваллӑхсӑр малашлӑх çук» II Республика фестивалӗ иртрӗ.
Фестивале Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне тата Ҫемье çулталӑкне халалланӑ.Ӑна Республикӑри
вӗрентÿ институчӗпе пӗрле йӗркеленӗ.
Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗ 600 яхӑн хӑнана
тараватлӑн кӗтсе илчӗ. Республикӑри 10 округри
ача сачӗсемпе шкулсен пултарулӑх
ушкӑнӗсем тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне кӑтартма уява пухӑнчӗç.
Килсе
çитнӗ хӑнасене чи малтан шкулпа паллаштарчӗç.Ҫамрӑк экскурсоводсем наци
эрешӗпе, чӑваш тумӗллӗ пуканесемпе, хурт-хӑмӑр ӗçӗн вӑрттӑнлӑхӗпе, чӑваш сӗмӗпе
тунӑ сувенирсемпе, ку тӑрӑхри çут
çанталӑкпа экологи куравӗпе паллаштарчӗç. Куракансене уйрӑмах «Чӑваш пÿрчӗ»
музей экспоначӗсем кӑмӑла кайрӗç.
Пирӗн
шкул вӗренекенӗсем те çак фестивале хутшӑнма кӑмӑл турӗç. 8-мӗш класра
вӗренекен Сергеева Валерия «Ҫӗнӗ варкӑш» секцире хӑй çырнӑ «Килӗшÿсӗр кутӑн
хӑтланма» сӑввине вуласа пачӗ. 3- мӗш класра вӗренекен Ильина Ия «Пирӗн çемьен юратнӑ
чӑваш апачӗ» секцире кӑмакара серте яшки пӗçермелли йӗркепе паллаштарнисӗр
пуçне тÿресене кӑмакара пиçнӗ техӗмлӗ яшкапа сӑйларӗ. Конкурсра Ия 2-мӗш вырӑн
çӗнсе илме пултарчӗ. Фестивальтен ачасем тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗç. Ачасене уява
хутшӑнма Ильина С.М., Захарова Н.Н. тата Петрова А.Г вӗрентекенсем хатӗрлерӗç.
Ҫак фестивале йӗркелекенсем те, хутшӑнакансем те ӗмӗрсенчен тытса пынӑ йӑла-йӗрке аваллӑхра ан юлтӑр, малашлӑха куçтӑр тесе тӑрӑшрӗç.
Петрова А. Г.