Уçлăхра - икĕ космонавт

Уçлăхра -  икĕ космонавт

  Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа  Аçӑмçырмари вӑтам шкулта  пĕрлехи диктант çыракансен ушкӑнӗ пуçтарӑнчӗ. Унта ытларах 5-10 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗç. Диктанта Костантин Петров çырнинчен илсе йӗркеленӗ. Ячӗ -  «Уçлăхра – икĕ космонавт».

  Андриян Николаев Çĕр чăмăрĕ тавра пĕр талăк çаврăнса çӳренĕ хыççăн тĕнче уçлăхне Павел Попович   вĕçсе тухнă. Тĕнче уçлăхĕнче  - чăвашпа украинец. Икĕ карап хушши космос виçипе танлаштарсан  питĕ çывăхра пулнă. Икĕ тус пĕр-пĕринпе  алла-аллăн килĕштерсе ĕçленĕ.

  Туссем космосра  юлашки çаврăмсем тунă хыççăн анса ларма  хатĕрленеççĕ. Çĕр вĕсене малтанхинчен те илемлĕрех курăнать. Кун çинчен вĕсем çынсене каласа пама хатĕрленеççĕ. Хăйсем вара  тĕнче уçлăхĕнче  пĕрле  вĕçме тата ĕмĕтленеççĕ.

  Диктант тексчӗ çыракансене питӗ килӗшрӗ. Икĕ  космонавт пĕр-пĕрне ăнланса  ĕçлени пире хавхалантарчĕ.  Туслăх малалла та аталантӑр.

                        Чăваш чĕлхипе литература  учителĕ -  Флегентова В.Н.