Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев
çуралнă кун, Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак кун вуннăмĕш хут «Пĕтĕм
чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин
пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Кăçалхи акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Унта хутшăнса чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарать.
Пирĕн шкулта вĕренекенсем те Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнчĕç, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.
Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!
Ильина С. М.