Чăваш чĕлхи кунне халалланă акци иртрĕ

Чăваш чĕлхи кунне халалланă акци иртрĕ

 

Ака уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерчĕ. Акцие чăвашла пĕлекен кирек кам та хутшăнма пултарчĕ.

Пирĕн шкулти кĕçĕн класра вĕренекенсем те аякра тăрса юлас темерĕç. Горшкова Галина, Викторова Карина, Яковлева Таисия, Алексеева Валерия, Скворцова Дарья сăвă каланине ÿкернĕ видеосене# чăвашлакалаçатăп хештегпа Контактра хутшăну тетелĕнче «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» ушкăна вырнаçтарчĕç. Ĕçе йĕреклекенсем кĕçĕн класс учителĕсем пулчĕç.

                                                                           Петрова А.Г.