Диктант çырма хутшӑнтӑмӑр

               Диктант çырма хутшӑнтӑмӑр

 

Ака уйӑхӗн 24 - мӗшӗнче ПĚТĚМ ЧӐВАШ ДИКТАНЧĚ иртрӗ. Эпир Аçӑмçырмари вӑтам шкулта вӗренекенсем те унта хаваспах хутшӑнтӑмӑр. Уйрӑмах 5-8 класра вӗренекенсем активлӑ пулчӗç. Диктант текстне Ю Скворцовӑн «Уках хурӑнӗ» повеçӗнчен илнӗ. Текстри йӗркесене вуланӑ май куç умне вӑрçӑ вӑхӑтӗнчи хӑрушӑ самантсем тухса тӑраççӗ.  Ҫамрӑк каччӑсен янахӗ-пичӗ те сухалсӑр, мӑйӑхсӑр пулин те вӑрçӑн йывӑр та хӑрушӑ тапхӑрне  тӳссе ирттерме тӳр килнӗ. Текстри Коля сӑнарӗ вӑрçӑ вӑхӑтӗнчи чылай çамрӑкӑн шӑпипе пӗр евӗрлӗ пулни пуриншӗн те паллӑ. Салтак киле таврӑнать. Вӑл ӗнтӗ тӑшман ункине те лекнӗ, партизан пулса та çапӑçнӑ, тыткӑнра та асапланнӑ. Ҫав- çавах  тӑшмана парӑнман.  Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ илме те тивӗç пулнӑ.

Халӗ ун умӗнче çуралнӑ ен, тӑван ен. Кунта хӗвелӗ те ӑшӑрах, çилӗ те çепӗçрех, ачашрах. Ҫапла ӑшӑ туйӑм вӑратать салтак чун- чӗринче ачаран выляса- кулса ӳснӗ тӑван тавралӑх. Текстри йӗркесем ачасене тӑван çӗр- шыва чунтан юратма, тӑван ен  кашни çыншӑн çав тери çывӑх пулнине лайӑх кӑтартса параççӗ. Ҫав вӑхӑтрах кашни ачан  чун- чӗринче ӑшӑ туйӑм çуратать. Текст ачасене  питӗ килӗшрӗ. Пурте кӑмӑллӑ юлчӗç.