Уçă урок

                                                  Уçă  урок

 

  Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Аçăмçырмари вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература учителĕсен ларăвĕ иртрĕ. Малтанах учительсем уçă  урок итлерĕç. Ăна  чăваш чĕлхипе литература учителĕ Флегентова   В.Н. ирттерчĕ. Урок  çул çÿрев формипе  иртрĕ. Паллă ячĕ çинчен мĕн вĕреннине туллин  тишкерчĕç вĕренекенсем. Ачасем урокра питĕ  тăрăшса ĕçлерĕç. Пĕтĕмлетÿсене те хăйсемех йĕркелеме пултарчĕç.  Итлеме килекенсем урока пысăк хак парса хавхалантарчĕç.

 Çавăн пекех вĕсем ытти ыйтусене те тĕплĕн тишкерчĕç.  Чăваш чĕлхипе  экзамен  тытасси  мĕн пур вĕрентекене  кăсăклантарать, çавăнпа  ку ыйту пирки чылай  калаçрĕç вĕрентекенсем. Лару питĕ ăнăçлă иртрĕ. Чылай пысăк ыйтусем  сÿтсе яврĕç.