И.Я.Яковлев пурнãçĕпе пултарулãхне тишкерни
И.Я.Яковлев çуралнãранпа 170 çул çитнине халалласа Аçãмçырмари вãтам шкулта «И.Я.Яковлев пурнãçĕнчи паллã самантсене тишкерни» темãпа сãмах вĕççĕн кãларнã журнал страницисене вуласа тухрãмãр.
Ку журнал страницисем тãрãх 7-8 класс ачисем И.Я.Яковлев пурнãçĕнчи чи паллã самантсене аса илчĕç. Журнала çак йĕркепе пãхса тухрãмãр:
1. И.Я.Яковлев ачалãхĕ;
2. Вĕреннĕ çулĕсем;
3. Чĕмпĕрти чãваш шкулĕнче ĕçленĕ тапхãр;
4. Ватлãх çулĕсем.
Журнал страницисене уçнã май И.Я.Яковлев нумай енлĕ аталаннã çын пулнине те тупса палãртрĕç ачасем: педагог тата психолог, писатель тата критик, редактор тата издатель, куçаруçã тата кĕнеке саракан. Чãваш халãхĕ унпа тивĕçлипех мухтанать.