Чĕлхе – халãх мулĕ

Чĕлхе – халãх мулĕ

 

  Чãваш чĕлхи кунне халалласа Аçãмçырмари вãтам шкулта «Чĕлхе – халãх мулĕ» темãпа викторина ирттертĕмĕр. Унта 5-8 класс ачисем хутшãнчĕç. Викторинãра чãваш чĕлхинчи кãткãс ыйтусене хускатрãмãр. Чãваш çĕр-шывĕ темиçе диалекта пайланнã пирки чĕлхе диалектизмсемпе пуян. Хãш вырãнта мĕнле сãмахсемпе усã курнине те тишкерчĕç ачасем. Тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Сãмах пулãвĕпе, фразеологизмсемпе çыхãннã ыйтусем тавра та ĕçлерĕç вĕрнекенсем. Вĕсен чĕлхери пĕлтерĕшне тупса палãртрĕç. Çавãн пекех викторинãра чãваш культурипе, йãли-йĕркипе çыхãннã ыйтусем те тĕл пулчĕç. Вãл ыйтусем тавра та пуçĕсене ватрĕç ачасем.

     Конкурс питĕ кãмãллã иртрĕ. Вãл ачасене тãван чĕлхене юратма, чĕлхери тĕрлĕ ыйтусен тĕрĕс хуравĕсене тупса палãртма хавхалантарчĕ.