Литература каçĕ
Чãваш чĕлхи кунне тата чãвашсене çутта кãларнã сумлã та чаплã педагогãн И.Я.Яковлевãн ятне халалласа Аçãмçырмари вãтам шкулта литература каçĕ иртрĕ. Ку мероприятие 5-8 класс ачисем хутшãнчĕç. Унта аллã çул хушши тãван халãха çутталла туртнã хастар çын ячĕпе сãвã йĕркисем шãранчĕç. Çавãн пекех ку мероприятире Чĕмпĕрти чãваш шкулĕн ырã енĕсем çинчен çырнã йĕркесем те кãмãла çĕклерĕç.
Тãван халãх сãмахлãхне çунат панã çын ятне никам та манас çук. Иван Яковлевич çырнã калавсем калãпãшĕпе пысãк маар, анчах та тÿрех ãша вырнаçаççĕ. Литература каçĕнче 7 класс ачисем И.Яковлев калавĕсем тãрãх йĕркеленĕ инсценировкãсене те кãтартс а пачĕç. Вĕсен шутĕнче «Кахалпа юлхав» тата «Тилĕпе тãрна» юмахсем пулчĕç.
И.Я.Яковлев чãваш халãхĕшĕн тунã тепĕр пысãк ĕç - «Чãваш халãхне панã халал». Каярахпа çак чун халалне пилĕк чĕлхепе пичетлесе кãларнã. Çав халалãн пĕр пайне ачасем чãвашла, вырãсла тата акãлчанла шãрантарчĕç.
Литература каçĕ питĕ кãмãллã иртрĕ. И.Я.Яковлев ячĕ, ĕçĕ-хĕлĕ нихãçан та манãçаймĕ. Ялан асра юлĕ.