Тоталлӑ диктант

                                      Тоталлӑ диктант

  Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа  Аçӑмçырмари вӑтам шкулта  тоталлӑ диктант çыракансен ушкӑнӗ пуçтарӑнчӗ. Унта ытларах 5-9 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗç. Диктанта А.Артемьев çырнисенчен илсе йӗркеленӗ. Ячӗ -  «Тӑван чӗлхе».

  Тӑван чӗлхене çут çанталӑкри, пурнӑçри  тӗрлӗ япаласемпе тата пулӑмсемпе танлаштарнӑ. Чӑваш юманӗ пек патвар, юман вутти пек хӗрÿллӗ  тенӗ ӑна. Ку сӑмахсем ачасен кӑмӑлне çӗклентерсе ячӗç. Ҫавӑн пекех тӑван чӗлхене чӑваш хӑмлипе  танлаштарни те вырӑнлӑ пулса тухнӑ, мӗншӗн тесен тарӑн шухӑшлӑ чӑваш сӑмахӗ çыннӑн ӑс-тӑнне кӗрсе килентерсе ÿсӗртсе янӑ пекех пулать. Текстра савӑн пекех  чӗлхепе çынна çӗклесе ÿстерме те, амантса ÿкерме те пулни çинчен те каланӑ. Ҫак йӗркесем   ачасене тарӑн шухӑша яраççӗ.  ашни сӑмаха шухӑшласа калама вӗрентеççӗ.

  Диктант тексчӗ çыракансене питӗ килӗшрӗ. Тӑван чӗлхе тарӑн та çирӗп тымарлӑ пуласса шансах тӑратпӑр.  Чӗлхе малалла та аталантӑр.