Выставка уçни
Аçăмçырмари вăтам шкулта Чăваш чӗлхи кунне халалласа тӗрлӗ мероприятисем иртрӗç. Вӗсенчен пӗри – Аçăмçырмара çуралса ÿснӗ талантлă художникăн, Тăван çӗр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă хастар салтакăн Алексей Петрович Петровăн куравӗ уçăлни. Курава шкул директорӗ П.Х.Андреева уçрӗ. Вăл пухăннисене уяв ячӗпе саламланă май Аçăмçырма тăрăхӗ маттур та ăста çынсемпе пуян пулнине палăртрӗ. Курава уçнă çӗре А.П.Петровăн хӗрӗ, Г.А.Леонтьева та хутшăнчӗ. Вăл шкул ачисемпе хăнасене ашшӗн пурнăçӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗ, тӗрлӗ ыйтусене çутатрӗ. Чăваш чӗлхипе литература учителӗ В.Н.Флегентова А.П.Петровăн пурнăçӗпе пултарулăхне туллин тишкерсе тухрӗ, аса илӗвӗсене вуласах пачӗ. Ку мероприятире Аçăмçырма ял поселени пуçлăхӗ О.В.Петров та сăмах илчӗ. Ҫакăн пек маттур çынсем яла хăйне евӗр илем кÿни çинчен каларӗ. Пухăннисене ăшă сăмахсем каласа савăнтарчӗ. Уяв кăмăллă иртрӗ.