Шкулти тĕл-пулу

                                      Шкулти тĕл-пулу

  Ачасен пĕлĕвне тарăнлатас, тавракурăмне ÿстерес тĕллевпе Аçăмçырмари вăтам шкулта раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче савăнăçлă тĕл-пулу пулса иртрĕ. К.А.Осокинăпа Г.М.Скворцова юрăçăсене 7, 10 класс ачасем кăмăллăн кĕтсе илчĕç, тимлĕ итлесе ларчĕç. Вĕсем ачасене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. Залра «Алран кайми аки-сухи» юрă та шăранчĕ. К.А.Осокинăпа пĕрле ачасем те юрларĕç. Юрăçсем иккĕшĕ те Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ пирки вĕсем ытларах ку тăрăхри çынсем çинчен, хăйсен ачалăхĕпе çыхăннă тапхăрсем çинчен калама тăрăшрĕç. Ачасемшĕн ку питĕ кăсăклă пулчĕ. Тĕл-пулу малалла аталаннă май вĕсем хăйсен илемлĕ юррисене шăрантарчĕç. Шăнкăрав пек сассисемпе ачасене тыткăна илчĕç. Ачасем кашни юрă хыççăнах тăвăллăн алă çупса саламларĕç, савăнăçлă кăмăлпа сывпуллашрĕç.