Уйрăм сменăран – хисеппе

 

       Аçăмçырминчи вăтам шкулта вĕренекенсем Светлана Матвеева: Денис Зиновьев: Даниил Данилов тата Анастасия Семенова Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче уйрăм сменăра канма пултарчĕç.  Ку тивĕçе вĕсем пĕлтĕр Мускавра иртнĕ «Хăрушсăрлăх кустăрми» конкурса хутшăнса çĕнсе илчĕç.

      Лагерьти программа тулăх пулнă. ГИБДД инспекторĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе: правилисемпе ирттернĕ занятисенче   чылай пĕлӯилнĕ вĕсем. Лагерьтен ачасем медальсемпе дипломсем илсе таврăннă.

      «Пять плюс пять!» конкурсăн «Открытка» номинацийĕнче акă Светлана Матвеева виççĕмĕш, чупура иккĕмĕш вырăн йышăннă. «Свежие идеи -  яркие проекты» конкурсра грамотăна тивĕçнĕ.

       «Звездный» лагерĕн первенствинче кĕске дистанцие чупассипе Даниил Данилов та палăрнă: пĕрремĕш пулнă. çавăн пекех вăл хăйĕн хастарлăхĕпе «Звездный ребенок» сертификата илнĕ.

      Аçăмçырмисем футбол: компьютер: çарпа патриотизм: тăмпа ĕçлес кружоксене çӯренĕ. Ытти регионсенчи ачасемпе паллашнă.

О.НИКОЛАЕВА:

директорăн вĕрент\пе

воспитани енĕпе ĕçлекен

заместителĕ.